System.Net.WebException: Сбой запроса с состоянием HTTP 404: Not Found. в System.Web.Services.Protocols.SoapHttpClientProtocol.ReadResponse(SoapClientMessage message, WebResponse response, Stream responseStream, Boolean asyncCall) в System.Web.Services.Protocols.SoapHttpClientProtocol.Invoke(String methodName, Object[] parameters) в EduServ.DataProcess.AddViewing(Int32 OrgId, Int32 Type, String ID, Int32 PageNum, String IP, String URL, String Refer) в c:\Windows\Microsoft.NET\Framework\v2.0.50727\Temporary ASP.NET Files\root\e04f9611\e2b8c6e0\App_WebReferences.axft73kc.0.cs:строка 76 в MyUserControl.SaveView(PageType Type, String ID, Int32 PageNum) в e:\WWW\edu.cap.ru\App_Code\MyUserControl.cs:строка 126 Неделя чувашкого языка и литературы / МБОУ "Полевобикшикская СОШ" Батыревского района / Портал образования ЧР
Версия для слабовидящих
Обычная версия сайта
  Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
МБОУ "ПОЛЕВОБИКШИКСКАЯ СРЕДНЯЯ ОБЩЕОБРАЗОВАТЕЛЬНАЯ ШКОЛА"

Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕн «Хирти Пикшикри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул» муниципалитетăн пĕтĕмĕшле вĕренӳ бюджет учреждений

Руководитель
Камалетдинов Илдар Арифуллович
Сведения об образовательной организации
Основные сведения - Тĕп палăрăмсем
Структура и органы управления образовательной организацией - Вĕренÿ организацийĕн тытăмĕ
Документы - Ёç хучĕсем
Образование - Вĕренÿ
Образовательные стандарты Вĕренÿ стандарчĕсем
Руководство. Педагогический состав
Материально-техническое обеспечение и оснащенность образовательного процесса - Вĕренĕве пурлăхпа техника никĕсĕ çинче йĕркелени
Стипендии и иные виды материальной поддержки - Стипендисемпе тата ытти пулăшу
Платные образовательные услуги - Тÿлевлĕ вĕренÿ
Финансово- хозяйственная деятельность
Вакантные места для приема - Ирĕклĕ ĕç е куçăм вырăнĕ
Доступная среда
Международное сотрудничество
Электронные образовательные ресурсы
75-годовщина Великой Победы
Всероссийские проверочные работы - 2021
ГТО
Дистанционное обучение
Здоровое питание
Информационная безопасность
Капитальный ремонт-2021
Месячник оборонно- массовой и спортивной работы
Методическая работа
Мы против терроризма!
Неделя чувашкого языка и литературы
Независимая оценка качества образования
Пожарная безопасность
РЕЖИМ работы МБОУ "Полевобикшикская СОШ" на период коронавирусной пандемии
Страничка детского объединения
Страничка социального педагога
Сурский и Казанский оборонительные рубежи
Тестирование на раннее выявление немедицинского потребления наркотических средств и психотропных веществ
Точка роста
Я выбираю спортивный туризм!
Фотоотчеты
Get Adobe Flash player
Неделя чувашкого языка и литературы

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

В целях приобщения к национальной культуре, обычаям и традициям чувашского народа, воспитания духовности и патриотизма подрастающего поколения, в рамках празднования Дня чувашского языка, в соответствии с планом в нашей школе

  с 19 по 24 апреля 2021 года проходит  Неделя чувашского языка.

 

               Внимание!

  30 апреля 2021 г. проводится образовательная акция – тотальный диктант по чувашскому языку «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2021». В связи с этим просим организовать участие учащихся, нашей  школы, жителей Бикшикского сельского поселения в написании тотального диктанта. Текст диктанта будет звучать на волнах «Тăван радио» и НТРК 30 апреля 2021 г. в 13.00 ч. по местному времени.

 

Чăваш чéлхипе литература эрнинче туса ирттермалли éçсен плане.

 

19.04.21.   «Мĕн? Ǎçта? Хăçан?» вăйă

Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Хирти Пикшик вăтам шкулĕнче районти вĕрентӳ пайĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланни çинчен çак предметсене вĕрентекен Пестрова Ирина Ивановна пĕлтерчĕ тата планпа паллаштарчĕ. Эрнене чăваш чĕлхи кунне, çĕнĕ чăваш çырулăхĕ йĕркеленни 150 çул çитнине тата Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкне халалланă.

Ҫак кунах 6- мĕш класра вĕренекенсем хушшинче  «Мĕн? Ǎçта? Хăçан?» вăйă иртрĕ. «Тăван чĕлхе вăрттăнлăхĕсем», «Литература лаççи», «Ваттисен сăмахĕсем» тата ытти  конкурссен кăткăс ыйтăвĕсем çине хуравласа Селиванова Аделина, Семенов Артем, Пигельцева Жанна мала тухни паллă пулчĕ.

21.04.21 Чăваш çырулăхĕн аталану çул-йĕрĕ.

Ҫĕнĕ чăваш çырулăхĕ йĕркеленни 150 çул çитнине халалласа чăваш чĕлхипе литературин планĕ тăрăх 7-9- мĕш классем валли «Чăваш çырулăхĕн аталану çул-йĕрĕ» презентацисен куравĕ иртрĕ. 9- мĕш класра вĕренекенсем пиктографи (фразеографи), идеографи (логографи), морфемографи çырăвĕсем çинчен каласа пачĕç. Саккăрмĕш класра вĕренекенсем паллă чăваш çыравçисемпе И.Я.Яковлев, Н.И.Ашмарин, Н.И.Золотницкий, Н.И.Егоров пурнăçĕпе паллаштарчĕç, чăваш чĕлхине тĕпченĕ ĕçри тӳписене палăртса хăварчĕç.

22.04.21  Укахви шăпи халăх шăпи

Чăваш чĕлхипе литература эрнинче 10-11-мĕш класра вĕренекенсемпе Юрий Скворцовăн «Уках хурăнĕ» повеçĕ тăрăх вулав конференцийĕ иртрĕ.

Хайлаври тĕп сăнар - Укахви - çут тĕнчепе киленсе, тантăшĕсемпе выляса-кулса, чун савнийĕпе савăнса пурăнас вырăнне çамрăклах çĕре кĕрет. Мĕншĕн вăхăтсăр татăлать-ха унăн пурнăçĕ? Йывăр вăхăт, йывăр ĕç, йывăр чир, йывăр хуйхă ... Пур йывăрлăх та пĕр çын çине тиенет. Ăçтан чăттăр ĕнтĕ çын чĕри?

Вун пиллĕкри хĕр ача пысăккисемпе пĕрле колхоз ĕçне çÿрет: тырă вырать, утă çулать. Ҫакăн пек шăпа кĕтнĕ тискер вăрçă вăхăтĕнчи 15-18 çулхи вăй питти хĕрсемпе яшсене…

Укахвин çамрăк чĕринче юрату туйăмĕ те çуралать. Хăйĕнчен икĕ çул аслăрах Кольăна юратса пăрахать вăл, ăна çара ăсатать.

Йывăр ĕç хăйĕн йĕрне хăварнă-хăварнах. Укахви е хулĕ, е ура шăмми ыратнипе аптрама пуçлать, хушăран чăтмалла мар ыратни те пулать, анчах хĕр кун пирки никама та шарламасть.

Укахви юратнă савнине фронтран кĕтсе илеймесĕрех, телей мĕнне ăнланаймасăрах, çемье ырлăхне кураймасăрах вилет. Унăн хурлăхлă шăпи- чуна çÿçентерет, чуна ыраттарать.

Йывăр шăпаллă Укахви сăнарне Иванкина Диана повесть сыпăкне пăхмасăр каласа, Петров Павел сочиненире, Краснова Валерия буктрейлерта сăнласа пачĕç. Вĕсене итлесен тата курсан  куççуль кăлармасăр чăтма çук.

Юрий Скворцов повеçри тĕп сăнарпа халăхăн тылри ĕç паттăрлăхне питĕ тĕплĕн кăтартса панă.

 

23.04.21 Эпир вăрçă çинчен вулатпăр.

«Вăрçă» сăмах чуна çӳçентерет, чун-чĕрене ыраттарать, сехрене хăпартать. Чăваш çыравçисем вăрçă çинчен сахал мар хайлав çырнă. Вĕсене вуласан пĕтĕм чунтан пăлханса каятăн, асап, çухату тӳснĕ сăнарсемпе пĕрле хурланатăн, кулянатăн, йĕретĕн.

Чăваш чĕлхипе литература эрни планĕпе килĕшӳллĕн 5-мĕш класра вĕренекенсем «Эпир вăрçă çинчен вулатпăр» иллюстраци конкрсĕнче хутшăнчĕç. Кашнийĕшĕ нумай пулмасть вуланă Александр Алкан «Ырă ят» сăвăри, Сергей Павловăн «Ача вăййи мар…» тата Ольга Туркайăн «Пахчари çĕмĕрт» калавсенчи асра юлнă самантсене сăрăпа хут çине куçарма тăрăшрĕ.

Жолобова Валерия, Данилова Ульяна, Анисимов Виктор, Ильбеков Артем тата Павлова Милана ӳкечĕкĕсем пурне те килĕшрĕ. Ҫак ĕçсене пĕрле вĕренекенсенчен йĕркеленĕ жюри пысăк хак пачĕ.

 

 

Послание Главы Чувашской Республики Государственному Совету Чувашской Республики
Сурский и Казанский оборонительные рубежи
Eдиный телефон доверия для детей и подростков
Всероссийские проверочные работы 2020
Доступная среда
Электронный дневник школьника
Месячник оборонно-массовой и спортивной работы
Навигатор дополнительное образование
Международное сотрудничество
Я выбираю спортивный туризм!
ЕГЭ и ОГЭ - 2021. Выбор будущего.
Новости
Объявления
Реквизиты
Rambler's Top100 TopList