System.Net.WebException: Сбой запроса с состоянием HTTP 404: Not Found. в System.Web.Services.Protocols.SoapHttpClientProtocol.ReadResponse(SoapClientMessage message, WebResponse response, Stream responseStream, Boolean asyncCall) в System.Web.Services.Protocols.SoapHttpClientProtocol.Invoke(String methodName, Object[] parameters) в EduServ.DataProcess.AddViewing(Int32 OrgId, Int32 Type, String ID, Int32 PageNum, String IP, String URL, String Refer) в c:\Windows\Microsoft.NET\Framework\v2.0.50727\Temporary ASP.NET Files\root\e04f9611\e2b8c6e0\App_WebReferences.axft73kc.0.cs:строка 76 в MyUserControl.SaveView(PageType Type, String ID, Int32 PageNum) в e:\WWW\edu.cap.ru\App_Code\MyUserControl.cs:строка 126 И.Я.Яковлевăн çуралнă кунне уявламалли литературăпа музыка композицийě / / Портал образования ЧР
Версия для слабовидящих
Обычная версия сайта
  Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:

 

директор
Иванов Николай Никитич
СВЕДЕНИЯ ОБ ОБРАЗОВАТЕЛЬНОЙ ОРГАНИЗАЦИИ
Основные сведения
Структура и органы управления ОО
Документы
Образование
Образовательные стандарты
Руководство. Педагогический состав
Материально-техническое обеспечение и оснащенность образовательного процесса
Стипендии и иные виды материальной поддержки
Платные образовательные услуги
Финансово-хозяйственная деятельность
Вакантные места для приема (перевода)
Доступная среда
Международное сотрудничество
Трудоустройство выпускников
2021 год – Год науки и технологий в Российской Федерации
Информация о результатах проверок
Общероссийская база вакансий
Оплата труда работников
Противодействие коррупции
Публичный доклад
Спортивный зал
Школьный спортивный клуб "Олимп"
Юбилей школы
Get Adobe Flash player
И.Я.Яковлевăн çуралнă кунне уявламалли литературăпа музыка композицийě

И.Я.Яковлевăн çуралнă кунне уявламалли

литературăпа музыка композицийě

 

«Çуралнă çěршыв» юрă. Сăвви Г.Трофимован, кěвви И.Степановăн.  Хор юрлать.

 

1.Паян чăваш халăхěн  юмахри мар, чăн-чăн ывăлě- Улăпě çěр çине килнин уявě. Çак уява пěтěм Раççей шайěнче анлăн уявлаççě. Хěвел тухăçěнчен  пуçласа Париж таран ăна пěлнě, халě те пěлесççě.

 

2.Чăваш халăхěн ăс-пурлăхне упракан, чăваш чěлхине саланса каясран сыхласа  хăварма  тăрăшакан, пирĕн халăхăн аслă та мухтавлă ывăлĕсенчен пĕри, И. Я. Яковлев, чăваш халăх историнче ĕмĕр- ĕмĕр çуталса тăрĕ.

 

3. Тĕттĕмлĕх тымарне кăкласа çĕнĕ çĕр сухаланă та калчине ешерме майсем тупса панă. Кăвак çут чаршавне уçнăран тавралăх çуталса кайнă.

Çак çутă - пĕлÿлĕх çути.

Шăтса чашăл тухрĕ калча.

Тĕшши тулчĕ, кĕчĕ тути,

Тайма пуç Иван Якăльча.

4. Кушкă ялěнче çуралнă

Ăслă та патвар ăсчах,

Чěмпěр хулинче шкул уçнă

Чăвашсем валли анчах.

 

Чăвашсем  унта ăс пухнă,

Çутта тухнă-çке йышпах,

Ыр тунишěн пит тав тунă:

«Пурăн, Яковлев, пайтах».

 

Эпир халě, ачасем,

Яковлев мăнукěсем,

Тăрăшатпăр кулленех,

Ыр тěллев  куç умěнчех.

 

Вăл уçса панă çул такăр,

Тěрěс утасчě анчах.

Тен, эпир те ÿссен паттăр

Пулăпăр, патвар, ăсчах.

 

5. Нихăçан асран тухмасть

Яковлев сăн - пичě.

Халăхăм ăна манмасть-

Тарăн йěр хăварчě.

 

Чăваша çутта тухмак

Алфавит вăл уçрě,

Ырă суннă - çке  çынна

Ун таса сăнарě.

 

Ачасем вали букварь

Шутласа кăларнă.

«Ырлăх - сывлăх çеç сунар»,-

Халăхра калаçнă.

 

Вăл хăварчě ěмěрех

Ыррине хăй хыççăн.

Асăнаççě кашнинчех

Яковлева ăшшăн.

 

«Чăваш ачи» юрă. Сăвви Н.Ыдарайăн,  кěвви А.Никитинăн.

Хор юрлать.

 

6. Кăнна Кушки.

Ăна туран куратăн.

Ял вěçěнче çаран.

Тахçан кунта иккен тăлăх-туратăн

Кěтÿ кěтсе вăл ÿснě ачаран.

 

7. Ун чух чăвашăн пурнăçě, кун-çулě

Хăй пÿрчěсем пек пулнă-çке хура.

Юхтарнă халăх тарпала куççулě,

Пуççапнă ěмěр пихампар Тура.

 

8. Ĕмěтленни, çунни те иртнě кăлăх,

Çырса хумашкăн сас палли те çук…

Çакна йăлтах курса ăнланнă тăлăх

Çěрсем, хирсем  виçсе çÿренě чух.

 

9. Сěм чăтлăх витěр çěнтерсе тухасшăн

Вăл парăнмасăр утнă çутталла.

Ăна хавхалантарнă Ленин ашшě

Ĕмěтсемпе, ăспа, кăмăлпала.

 

10. Асамçă пек тěлěнтерсе,

Чăвашсемпе хěпěртесе,

Вăл лартнă çěнě шкул туса,

Несěлсене савăнтарса.

 

11. Ăс-тăн  пучахě пулнă Чěмпěр шкулě.

Тавах сана, ăса вěрентекен!

Эс парнелерěн чăваша çырулăх,

Пěрремěш хут тыттартăн кěнеке.

 

12. Халăхшăн вăл тунă сас палли,

Ачасем валли букварь кăларнă.

Пирěншěн, пулас ăру валли

Ялсенче шкулсем уçса хăварнă.

 

13. Вăл уçнă шкул. Пěр Кушкăра çеç мар вăл,

Атăлпала Сěве тăрăхěнче

Кашни ялтах вăл ырă ят хăварнă.

Кашни çынах пěлет халь ун çинчен.

 

14. Чăвашшăн вăл - ăс паракан,

Янташ, çутта кăларакан.

Хресченшěн Яковлев - атте.

Ун ячě те чěремěрте.

 

Хăй тунă Чěмпěрти шкулне

Тата чунри шухăшсене,

Хěвел пек хаклă мулсене

Вăл парнелерě çынсене.

 

15. Иван Яковлева манмастпăр,

Усратпăр халăх асěнче.

Ăна сума суса юрлатпăр

Хамăр чăваш çěршывěнче.

 

 «Маншăн çеç пуль» юрă. Сăвви А.Чебановăн, кěвви Ю.Кудаковăн.

Хор юрлать.

 

 

16. Ăс çумне ăссем хушса пыма,

Туслăн та тăванлăн пурăнма

Пехил панă. Çавă пехиле,

Куç пек упрамашкăн пěлмелле.

 

17. Вěренěпěр эпир ÿркевсěр,

Алла илсе ăслăлăхсем.

 

18. Эпир ěçлеме те пěлетпěр,

Маттур, вěренме те ăста.

 

19. Тěнче культури шайне те çывхартрě,

Иксěлми тăрăшулăх пире.

 

20. Вăл лартнă тěллеве пурнăçлама

Пирěн ялан тăрăшмалла.

Историре 170 пăрнăç.

Ыр пехилне çěклетěр пирěн пурнăç.

 

21. «Иксěлми  тупра» эссе. Г.Л. Енейкина çырнă. Олеся Карсакова вулать.

 

22.  «Халал» И.Я.Яковлев.  Оксана Доброхотова вулать.

 

 «Тăван çěршыв» юрă. Сăвви Н.Сандровăн, кěвви А.Никитинăн.

Хор юрлать.

 

Послание Президента Федеральному Собранию Российской Федерации
Защита детей от негативной информации
Здоровое питание
Школьная форма
Система методической работы в МБОУ "Санарпосинская СОШ"
Школьная библиотека
Профильное обучение
ФГОС
Прием детей в школу
Школа безопасности
Детский школьный парламент
Точка роста
v
Противодействие коррупции
Персональные данные. Дети
Электронный журнал Электронный дневник
Растим детей
Воспитание
,
ГИА
Всероссийская олимпиада школьников
Реквизиты
Rambler's Top100 TopList