System.Net.WebException: Сбой запроса с состоянием HTTP 404: Not Found. в System.Web.Services.Protocols.SoapHttpClientProtocol.ReadResponse(SoapClientMessage message, WebResponse response, Stream responseStream, Boolean asyncCall) в System.Web.Services.Protocols.SoapHttpClientProtocol.Invoke(String methodName, Object[] parameters) в EduServ.DataProcess.AddViewing(Int32 OrgId, Int32 Type, String ID, Int32 PageNum, String IP, String URL, String Refer) в c:\Windows\Microsoft.NET\Framework\v2.0.50727\Temporary ASP.NET Files\root\e04f9611\e2b8c6e0\App_WebReferences.axft73kc.0.cs:строка 76 в MyUserControl.SaveView(PageType Type, String ID, Int32 PageNum) в e:\WWW\edu.cap.ru\App_Code\MyUserControl.cs:строка 126 «Несěлсен йăлипе йěркине чунсемпе хěмленсе Çул парар» фольклор фестивалěн сценарийě / / Портал образования ЧР
Версия для слабовидящих
Обычная версия сайта
  Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:

 

директор
Иванов Николай Никитич
СВЕДЕНИЯ ОБ ОБРАЗОВАТЕЛЬНОЙ ОРГАНИЗАЦИИ
Основные сведения
Структура и органы управления ОО
Документы
Образование
Образовательные стандарты
Руководство. Педагогический состав
Материально-техническое обеспечение и оснащенность образовательного процесса
Стипендии и иные виды материальной поддержки
Платные образовательные услуги
Финансово-хозяйственная деятельность
Вакантные места для приема (перевода)
Доступная среда
Международное сотрудничество
Трудоустройство выпускников
2021 год – Год науки и технологий в Российской Федерации
Информация о результатах проверок
Общероссийская база вакансий
Оплата труда работников
Противодействие коррупции
Публичный доклад
Спортивный зал
Школьный спортивный клуб "Олимп"
Юбилей школы
Get Adobe Flash player
«Несěлсен йăлипе йěркине чунсемпе хěмленсе Çул парар» фольклор фестивалěн сценарийě

«Несěлсен йăлипе йěркине

чунсемпе хěмленсе Çул парар» фольклор фестивалěн сценарийě

 

 

  Тĕллевĕ: Ачасене халăх традицийĕсене упрама, тăван чĕлхене  юратса вĕренме хавхалантарасси,  чĕлхе илемĕпе пуянлăхне туйма, пĕлÿлĕхе ÿстерме пулăшасси.

 

    1.  Ырă кун пултăр, туссем, тăвансем, ял-йышсем!

     2.  Пурне те хĕрÿллĕ салам !

 Мĕн авалтанпах пирĕн несĕлсем çĕр ĕçĕпе пурǎннǎ: ака-суха тунǎ, тырпул пухса кĕртнĕ.Тыр-пул вǎл – пурнǎç никĕсĕ. Ěмĕр-ĕмĕртен пыракан  ĕç. Çавна халалланǎ йǎла юрри пур.

              (« Алран кайми аки-сухи» кĕвĕ янǎрать)

 

2. Пысǎк юхан шыв пĕчĕк çǎл куçран пуçланать. Тĕрĕслĕх, ырǎлǎх, тǎванлǎх туйǎмĕсене ǎша хывса ÿсекен çын тÿрĕ чунлǎ пулса ÿсесси куç кĕретех. Мǎн асаттесемпе асаннесем утса тухнǎ çула пĕлмесĕр, вĕсем пухнǎ ǎс-хакǎла ǎша хывмасǎр малалла каяймǎн.

 

2. Ман юрлас килет, савǎнас килет,

Çутǎ тĕнчере пурǎнас килет.

Кǎмǎлǎм хавас, пурǎнма аван,

Тǎвансем пĕрле, юнашар пулсан.

 

5 класс. Çапла вǎл чǎваш пурнǎçĕ: ĕççи хыççǎн уявĕ килех тǎрать унǎн, уявĕн ури çине ĕççи таптасах пырать. Пурнǎç илемĕ çавǎ мар-и  вара?

5-мĕш класра вĕренекенсем «Выртмана»  кǎтартса параççĕ.

 

6 класс. Çимĕкпе Питрав хушши - çулталǎкǎн чи илемлĕ вǎхǎчĕ. Çак тапхǎрта ĕлĕк çамрǎксем кашни каç вǎйǎ картине пуçтарǎннǎ.

Вǎйǎсене тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕрен ирттернĕ. Кашниех - хǎйне евĕрлĕ киленÿ, илĕртÿ. Эппин, манар мар ĕлĕкхи вǎйǎсене. « Атьǎр, вǎййа тухар-и?»- çапла калас килет манǎн ача-пǎчапа çамрǎксене.

 Айтǎр, вǎйǎ пуçлар-и,

Çаврǎм сǎвǎ калар-и?

Çимĕк иртсе кайиччен

Савǎнайса юлар-и?

 Хамăр тăрăхри «Питрав вăййипе» пире 6-мěш класра вěренекенсем паллаштараççě.

 

7 класс. /лěкхи ял пурнăÇěнче пысăк йышпа тумалли йывăр ěÇ сахал  пулман. Вăрман касса Çурт-йěрсем Çавăрма, улăх-Çарансем Çулса типěтессине, тырă вырассине пěр Çемьепе тума питě йывăр. Вěсем час-часах ниме туса ял-йышпа  майлаштарнă, нимене пухăнса ял-йыша, тус-тăванне те, кършине те, пěр ял Çыннисене те тълевсěрех кирлě ěÇ туса пулăшнă. 7-мěш класра вěренекенсем «Нимене» ěÇ-уяв мěнле иртнине кăтартса парěÇ.

 

8 класс.  Салтак… Нихçан та çǎмǎл пулман ун шǎпи. Ахальтен –и чǎваш:

Юрлас килмест юррине,

Каяс килмест салтакне,

Ирĕксĕрех илсе каяççĕ.

Салтак ячĕ сахǎр мар:

Çǎвара хыпсан ирĕлмест,

Пылак тути каламасть…»-

тесе юрланǎ. Тǎванĕсенчен нумай çуллǎха, тен, ĕмĕрлĕхе те уйрǎлакан çеç çапла татǎлса калама пултарнǎ.

Паян пурнǎçĕ урǎх. Салтака та пěр çула çеç илсе каяççĕ. Çапах та салтак ячĕ  сахǎр мар.

И чул йывǎр,чул йывǎр,

Çыр хĕрринчи чул йывǎр.

Чул муклашки йывǎр мар,

Салтак ячĕ пит йывǎр.

«Салтака ǎсатнине» 8-мĕш класра вĕренекенсем кǎтартса параççĕ.

 

9 класс. Улаха  яш-кěрěмпе  хěрупраÇ кěркуннехи- хěллехи вăрăм каÇсенче ěÇрен пушаннă хыÇÇăн пуÇтарăннă. Улах ларма ятарласа Çурт ыйтса илнě. Уншăн кил хуÇине пěр-пěр ěÇ туса панă. Улаха хěрсем йěркелесе пынă. Хěрсем маларах Çитнě, каччăсем – каярах. Улахра хěрсем алă ěÇě тунă: чăлха-нуски Çыхнă, Çип арланă, тěрě тěрленě. Каччăсем те ахаль ларман: Çăпата тунă. Яшсем Çав вăхăтрах хěрсене ěÇлеме те чăрмантарнă. Вăхăт Çитсен улахра  юрланă та ташланă, такмак Çапнă, шътленě, тăрăхланă.

   Хура вăрман урлă каÇнă чухне

Сарă мăйăр Çинчеччě пирěн куÇ.

Улахран улаха Çъренě чух

Сарă хěрсем Çинчеччě пирěн куÇ.

«Улах»- 9 класра вěренекенсем кăтартса параÇÇě.

 

2 класс. Юмах ǎсти сǎмах шырамасть теççĕ ваттисем. Ку сǎмах «юм»,»юмлас» сǎмахсенчен пулнǎ. Ача-пǎчана, ватти-вĕттине юмахпа асамлǎх «сипленĕ», кǎмǎлне тивĕçтернĕ, малалла ĕмĕтленме хавхалантарнǎ, чун-чĕрере фантази туйǎмĕ çуратнǎ.

 2-мěш класра вěренекенсем пире «Пÿрнеске» юмахпа паллаштараççě.

 3 класс.  Сĕрен. Çав вǎхǎтрах - ялтисем те, кÿршĕ ялтан килнисем те, лашисене утланса тухса, пĕр ушкǎна пĕрлешнĕ. Çав кун чǎвашсем кивĕ çултан юлнǎ мĕн пур усаллине, чир-чĕре ялтан тата хǎйсенчен хǎваланǎ, акана тухма, ǎна ǎнǎçлǎ ирттерме нимĕн те ан чǎрмантартǎр тенĕ

  Сĕрен уявне 3-мĕш класра вĕренекенсем кǎтартаççě.

4 класс. Авал чǎвашсем сурǎх нумай усранǎ. Сурǎхсем раштав тĕлнелле пǎранласа пĕтернĕ. Çав вǎхǎтра Сурǎх ырри уявне- Сурхурине туса ирттернĕ. Паянхи календарьпе шутласан, Сурхури уявĕ раштавǎн 25-мĕшĕпе кǎрлачǎн 7-мĕшĕ хушшинче пулса иртет. Сурхури ачисем ушкǎнǎн- ушкǎнǎн ял тǎрǎх килĕрен-киле çÿресе сурхури юрри юрланǎ.

4-мĕш класра вĕренекенсем Сурхури уявне кǎтартса параççĕ.

  1. Атǎл шывĕ çǎл куç пек

Йǎлтǎртатать кĕмĕл пек.

Кĕмĕл хĕлĕх тǎсар-и,

Кĕсле çине карар-и?

Пирĕн енче вǎрмансем,

Вǎрманĕнче шǎпчǎксем.

Шǎпчǎк кайǎк пулар-и

Ян янратса юрлар-и?

 Чăваш халăх юрри «Ан ишěл, çыран». Юрлакансем- Доброхотова Эльвирăпа Левая Диана.

   2. Елчěк енě ěлěкрен илемлě

    Чăн тÿперен илěртет хěвелě.

    Пăла шывěн хумěсем

    Кěвěлеççě юрăсем.

Çакăнпа фольклор фестивальне вěçлетпěр.  Сывă пулăр. Тепре тěл пуличчен.

                    

                       Выртмара (5 класс)

 

   Вăрман уÇланкинче ача – пăча, Çамрăксем. Аллисенче вěсен тěрлěрен япаласем:пушă, саламат, хулă, нăхта тата ыт.те. КаÇ пулать. Хěрачасем шур тумтирсемпе, хăшěсем сăхман тăхăннă. Урисенче Çăпата е атă. Малтанах уÇланкăра никам та Çук. Кайăксем юрлани илтěнет. Каччă шăхличпе вăрман юрри каласа тухать. Юрă пěтнě Çěре пěр ушкăн хěрача юрласа тухать.

 

                Авăт, куккук, хытăрах,

                Чарăнасси инÇе мар.

                 Юрлăр, хěрсем. хытăрах,

                Яш Çын ěмěр(ě) иккě мар.

 

Тепěр енчен тата тепěр ушкăн Çамрăк тухать. Каччăсем урăх юрă юрлаÇÇě.

               - Ах, шалккă-Çке, шалккă-Çке,

                 Юлташ киле ларса юлчě.

                 Чъречерен пăхса юлчě.

                 ХыÇÇăн алă сулса юлчě.

 

 2 ушкăн пěрлешсен, Çěнě юрă юрлаÇÇě:

                  - Ян, ян янрар-и?

                  Çак Çаранра юрлар-и?

                  Ълěм килсен юрлама

                  Хăва хыÇне хăварар-и?

 

                  - Шур шупăрăн аркине

                  Вěтě чěнтěр тытрăмăр.

                  Эпир  кунта ахаль килмен,

                  Утсем патне килтěмěр.

 1 куплет вăйă юрри.

«Тăпăртăк» туслăх ташши ташласа юрлаÇÇě.

Сасă:- Атьăр «Тытмалла» выляр! Кам шутлать?

Ушкăнран пěри: -Эп шутлатăп!

                        Пěрттěм-

                        Пěрттěмне,

                        Пиленушан

                        Çăматăпа

                        Пăтăпа

                        Лекшăм-кăкшăм,

                        Эхěлекке-тăхалěкке,

                        ТăпкаÇан! Хăвала!

 

   Çавра карта тавра «ТăпкаÇан» таракан ачана хăвалать. Тараканнин кам умне те пулин пырса тăрас пулать. Ун хыÇěнчи ача тарать. Енчен те хăваласа Çитсен, аллине тěртет, вара ăна тепри хăвалать. Çавăн пек вылянă вăхăтра арÇын ачасем вăрмантан юрласа тухаÇÇě.

 

                           - Йăмра Çине ма пăхас?

                            Симěс ÇулÇă курман-и?

                            Пирěн куÇран мěн пăхас?

                            Эсир пире курман-и?

 

Вěсене хирěÇ хěрачасем юрлаÇÇě. 2 ушкăн хушшинче шътлě тавлашу пуÇланать.

 

         Хěрачасем: Шур тутăрăн ÇъÇи Çук,

                          Çавăнпа Çыхас килмест ман,

                          Çак ял ачи-пăчине

                          КуÇпа курас килмест ман.

      АрÇын ачасем:-Анаталла-тăвалла,

                           Çапса Çумăр Çумалла.

                           Сирěн пире тиркеме

                           Шухăшласа пăхмалла.

           Хěрачасем:- Çакă ял ачисене,

                          Кěпер карлăк тумалла.

                          Тăрăх утса тухмалла.

                          Аяккарах кайсассăн

                          Алă Çупса кулмалла.

  АрÇын ачасем: - Ик айкки те тăвайкки

                          НиÇта та Çук Çěр Çырли.

                          Çакă ял хěрěсенчен

                          Пěри те Çук савмалли.

       Хěрачасем: - Чъречине яр уÇса,

                          Кама костюм виÇетěр.

                          Чалăш лартнă карттуспа

                          Кама пăхтарас тетěр?

 

     Пěр арÇын ачи: - Эй, ачасем, ан итлěр вěсене! Атьăр, «Юрттилле» выляр!

Аллинчи саламатне тытса шăпа яраÇÇě. Саламат вěÇěнчен тытакан ачине туртса Çапать, саламатне пухăнса ларнă ачасен ури айне персе чикет. Тăрса юлакан ачи саламатне тытса илесшěн.

Пурте:- Юрт,юрт юртаканнин

            Юрт кучě ăÇталла- Çавăнталла.

   Саламата тытса илме хăтланакан ачине сисмен хушăра саламатпа Çапса илеÇÇě, унтан саламатне пытарса чикеÇÇě. Саламатне туртса илсен камран илнě, Çав саламат хыÇÇăн чупмалла.

      Унтан пěр Çамрăкě юмах каласа парать, шътлě халапсем е пулса иртнине те каласа пама пулать.

«Икě хутлă Çын» юмах:

   Ку япала Çěр Çинче усалсем пурăннă чухнех пулса иртнě тет… Икě арÇын пěр кěрхи сивě кунхине вăрмана хăрăк турат пуÇтарма кайнă тет. ÇъреÇÇě, ÇъреÇÇě тет турат пуÇтарса, каÇ пуласса та сисмеÇÇě тет. КаÇ пулсан, хěвел ансан, вăрманта шуйттансем алхасма пуÇларěÇ тет. Шăхăрса, кăшкăрса, Çухăрса лашине  хăратса тартрěÇ тет. АрÇынсем иккěш те лашасăр тăрса юлчěÇ тет, Çěр каÇма хайхисем пěр йăваннă пысăк хăвăллă йывăÇ ăшне кěрсе выртаÇÇě, пěри пěр енчен, тепри тепěр енчен.Урисемпе тулалла, пуÇěсемпе шалалла выртаÇÇě.Пěри калать: «Итле-ха, мěскер япали унта тулта? Мěнле шав илтěнет?! Шуйтансем мар-и унта?» «Çук, Çил вăл,»-тет тепри. Иккěш те Çывăрса кайрěÇ.Çав вăхăтра тулта шуйттан чупкаласа Çърет тет. Пěр енне чупать, лере- урасем, тепěр енне чупать, унта та урасем. ТемиÇе хут чупкаласа Çърерě тет.

  Ывăнса чарăнса тăчě тет те, тарăхнипе кăшкăрса ячě тет: «Пулать вěт-ха Çын  Çавăн пек, икě хутлă!!!»           

Ачасем: Ай, кулăшла!

Тепри: Аха!

Сасă:- Шăпăрин тăр- тăрла выляс!  ( Ку вăййа «КуÇ хупмалла» теме те пулать.)

КуÇ хупаканнине шът такмакěпе е шăпа ярса уйăраÇÇě. Ертсе пыракан ача куÇне хупать те:

           -Шăпăрт тăр-тăр, тармалли!-тет.

 Пурте тарса пытанаÇÇě. Аллинчи патаккипе шаккать. Патаккине тунката Çине хурать. Çав патакпа шаккасан, тупнă ачине Çăлма пулать.

Кăштах тăрсан:- «Шăпăрт тăр-тăр! Пытанмалли,-тет те, каллех патаккипе тункатана шаккать. ( Пурте пытанаÇÇě).

- Шăпăрт тăр-тăр, килмелли! Тесе шаккасан, пурте курăнмасăр вăрттăн йăпшăнса пыраÇÇě. КуÇ хупаканě шырама пуÇлать. Кама малтан курать, Çавна патакпа тункатана шаккаса тупнă ачан ятне калать.

- Шăпăрт тăр-тăр, хамшăн та, пуриншěн те!-тет. Пурте ÇăлăнаÇÇě. Çăлăнаймасан малтан кама курнă, Çав куÇ хупаканě пулать. Кун хыÇÇăн Çамрăксем шътсем калама пултараÇÇě тата ыт.те.

            Ачасенчен пěри: - Тул Çутăлать!

Ачасем, пăхăр-ха, шурăмпуÇ Çăлтăрě мěнле Çуталать! Кам «Алтăр-Çăлтăр Çич Çăлтăр, тъперен Çаврăнан Çич Çăлтăр»,- тесе чи тасан калаять, Çавă  ушкăнри чи матурри пулать!

       Пěрин хыÇÇăн тепри калаÇÇě. КулаÇÇě. Шътлě сăмахсем калаÇÇě. Ушкăнăн-ушкăнăн вăрманалла саланма пуÇлаÇÇě.

( Кашни ушкăн хăйěн юррине юрлать.)

 Юрă  « Урамра хăма ÇураÇÇě  »

Урамра хăма ÇураÇÇě, ÇураÇÇě,

Хирте выльăх пăхаÇÇě, пăхаÇÇě.

Эпир кунта тăнине, тăнине

Кураймасăр тăраÇÇě, тăраÇÇě.

 

Калпак, калпак, калпак мар,

Калпак тăхнас вăхăт мар, вăхăт мар.

Выляс килет,кулас килет,

Выляс-кулас вăхăт мар, вăхăт мар,

Киле каяс вăхăт халь, вăхăт халь.

 

 

 

               Вăйă картинче (6 класс)

 

   Сценăн икě енчен хěрачасемпе арÇын ачасем вăйă картине тăрса (малтан-пěр кассем, унтан-тепěр кассем, унтан-тепěр кассем) вăйă юррине юрласа тухаÇÇě.

 

Чěресси,чěресси Çěр Çырли-

Татрăм та Çиес килнěрен.

Ай, мăнтарăн хěр вăййи-

Тухрăм та тухас килнěрен.

 

Çăвас пулсан Çу, Çумăр,

Çумасассăн та ан кěттер.

Тухас пулсан, тух, тантăш,

Тухмасассăн та ан кěттер.

 

Кунта курăк пěтнě иккен,

Пěтнě Çěре шăтнă иккен.

Пире тантăш кěтнě иккен,

Кěтнě Çěре те Çитнě иккен.

 

Ай-хай пахча илемлě

Шур купăста та пур чухне.

Ай-хай вăйă та илемлě

Мěнпур тантăш та пур чухне.

 

Чăкăрт-чăкăрт тăвакан-

Хусан пушмакě мар-и Çав?

Сасси ян-ян каякан

Патреккел хěрě мар-и Çав?

 

Сайра иккен тěкмěрсем,

Тикěс иккен те тăррисем.

Сайра иккен хěрěрсем,

Йăрас иккен те пěвěсем.

 

Пěр арÇын ача вăйă выляма сěнет.

 

-Айтăр-ха, хěрсем, ачасем, вăйă выляр!

-Выляр! Выляр!

-КуÇ хупламалла выляр!

-Кам пěлекенни пулать?

 

 

-Шăпа ярар!

Пěрре-пěрел, иккě-икел, виÇÇě-виÇе, тваттă-тваткал, пиллěк-пилеш, улттă-улма,

Çиччě-Çиме, саккăр-салма,тăххăр-тăрна, вуннă- вăннăмěшě тух тула. Эсě-тух!

 

КуÇ хупмалла выляÇÇě.

 

-Чик-чик чикěлти,

-Чик-чик чикěлти,

Чикěлтирен пакăлти,

Янтăк-янтăк йăмăрри,

Эс чипер те эп чипер,

Санран чипер тата пур,

Сик, тух, чиперри!

КуÇне кам хупланине пěлеймесен Çав хěрачана юрă юрлаттараÇÇě.

 

    Юрă  «Сарă ыраш, тулли пучах.»

 

Сарă ыраш, тулли пучах.

Вырмашкăн вăхăт Çитрě пуль.

Авкаланать пуль, хуÇкаланать пуль,

Вырас пуль.

 

Яштака пěвěм, хěрлě сăнăм-

Юрлама вăхăт Çитрě пуль.

Авкаланать пуль, хуÇкаланать пуль,

Юрлас пуль.

 

Сарă тулă, тулли пучах.

Вырмашкăн вăхăт Çитрě пуль.

Авкаланать пуль, хуÇкаланать пуль-

Ташлас пуль.

 

Хура тулă, шурă пучах,

Тăкăнма вăхăт Çитрě пуль.

Авкаланать пуль, хуÇкаланать пуль,

Тăкнать пуль.

 

Яштака пěвěм, хěрлě сăнăм,

Каймашкăн вăхăт Çитрě пуль.

Юрларăм та пуль, ташларăм та пуль,

Каяс пуль.

 

Петěр: -Атьăр-ха, Каринăна юрлаттарар, вăл юрлани килěшет мана.

Хěвекле: Юрлаттарар! Юрлаттарар!

Карина  «Кам-ши, кам-ши?» юрра юрлать, ыттисем ăна юрлама пулăшаÇÇě.

 

Кам-ши, кам-ши юр юрларě

Çурхи ăшă каÇ?

Савнă тусăм, маншăн мар-ши

КуÇусем ÇунаÇ?

 

 

 

Савнă тусăм, хăмăр куÇăм,

Тухчě пахчана.

Эп кěтетěп сана, чунăм,

КěÇěр тахÇанах.

 

Санпа иккен Çуммăн-Çуммăн

Ларăпăр ирччен,

Эп сана савса ачашлăп

Уйăх куриччен.

 

Çутă кӳлě хумхансассăн,

Хăмăш авăнать.

Савнипеле тěл пулсассěн,

Чунăм савăнать.

             

 Хěрсемпе каччăсем»Илемлě» халăх юррине юрлаÇÇě.

 «Илемлě» юрă

 

Илемлě, илемлě,

Илемлě чăваш чěлхи.

Илемлě чăваш чěлхи те-

КалаÇма пěлсен кăна.

 

Илемлě, илемлě,

Илемлě чăваш юрри,

Илемлě чăваш юрри те-

Юрлма пěлсен кăна.

 

Илемлě, илемлě,

Илемлě чăваш ташши.

Илемлě чăваш ташши те-

Ташлама пěлсен кăна.

 

 

Икě ушкăна тăрса хěрсемпе ачасем такмаксем калаÇÇě.

 

Яш! Турě урхамах

Сěл анине курсанах.

Алă-ура хěрсе кайрě

Гармониста курсанах.

 

Çак Патреккел ачисем

Хитре, яштака вěсем,

ÇӳÇсене вирелле ярсан

Ворошилов пек вěсем.

 

Пирěн ěне пăлан пек.

Хӳри вěÇě Çěлен пек.

Пирěн ялăн хěрěсем

Лавккари пукане пек.

 

 

 

Çавă камăн качаки?

Сěтне те суман паян.

Çавă каччă кам ачи?

Питне те Çуман паян.

 

Çут пиÇиххи Çыхатăр.

Пилěк ÇинÇе теетěр!

Питěре краска сěретěр-

Эпир хěрлě теетěр!

 

Ман кěсьери укÇисем

Пурте аллă пуслисем.

Çакă ялăн каччисем

Пурте пěчěкскеррисем.

 

Пърт умěнче решетке,

Аллăрсенче перчетке.

Ан мухтанăр ытлашши-

Сирěн пекки теÇетке.

 

Ай-хай, астуман,

Астумасăр каланă.

Астунă та пулнă пулсан

Каламан та пулăттăм.

Каламан та пулăттăм,

Кърентермен пулăттăм.

 

 Пăр хěрача мала тухса калать.

 

Шап-шурă купăста,

Эпир ташша пит ăста.

Юрламасан, ташламасан

Пире кунта намăс та.

 

Хěр ачасем ташлаÇÇě, ытти ачасем алă ÇупаÇÇě.

Ташă хыÇÇăн татах вăйă картине тăраÇÇě, вăйă кěввипе сцена Çинчен тухса каяÇÇě:

 

Ярăм-ярăм шур шăрÇа

Хěр умěнче те килěшет вăл.

 

Пухăнтăмăр,тантăшсем те,

Ирхи сěтěн хăйми пек.

Саланатпăр, тантăшсем,

ВěÇен кайăк чěппи пек.

 

 

 

                            Нимене (7 класс)

 

 Ниме ялавě вěлкěшет.

Ниме пуÇě: «Марине! Якур! Паян ял халăхě Энтри пиччене ниме туса утă Çулма  пулăшать. Хăвăртрах, хăвăртрах, ан юлăр пирěнтен!»

Марине: «Айта, Якур, намăс курар мар.»

Якур: «Айта, Марине, кам маларах?»

    (Ялăн тěрлě енчен  хулпуÇÇи урлă Çава Çакнă Çынсем тухаÇÇě, утă Çулма пухăннă ниме халăхě патне васкаÇÇě, хăйсем юрă юрласа пыраÇÇě.)

Юрă ниме Çинчен:

Нимене, нимене!

Тăванăмăрсем, нимене!

Ял-йыш та пускил, нимене!

Энтрисем патне нимене!

Эс илтетěн-и, Кавриле?

Çынсем те каяÇÇě нимене.

Эй, кума Кулине,

Энтрисем патне нимене,

Каяр-ха кума, хирелле!

Нимене, нимене!
Энтрисем патне нимене!

Утă та Çулма нимене!

Ял-йыш та пускил, нимене!

Сăркавайпа сăри пур,

Çак нимене пěтерсен,

Çавна ěÇме кайăпăр.

Атьăр-ха пурте нимене!

Энтрисем патне нимене!

Нимене, нимене!

Тăванăмăрсем, нимене!

Ял-йыш та пускил, нимене!

Энтрисем патне нимене!

Шур чěкеÇě хумханать,

Энтри чунě пăлханать.

Эй, пурте тăвалла,

Тăвансемěр, пурте кунталла,

Ял-йышпа ниме тумалла!

 

Сценăн тěрлě енчен тухнă Çынсем умлăн-хыÇлăн тăрса  тухаÇÇě.

Каччăсем, хěрсем юрла- юрла утă Çулма пуÇлаÇÇě.

(Татах юрлани илтěнет)   Юрă «ЧěкеÇ чěппи»

 

ЧěкеÇ чěппи пулса ман вěÇсе Çъресчě

Çурхи улма пахчинче,

Уйăх тулли чухне уÇăлса Çъресчě

Çурхи улма пахчинче.

 

Çъллě Çырансем пулман та пулсассăн,

Шывě пулман пулěччě.

Çакă ялăн ачи пулман та пулсассăн,

Хуйхи пулман пулěччě.

 

Хура вăрман тункатинчен утнă чухне

Такăнас та марччě ман,

Юрăран та, ташăран та пурăннă чухне

Сивěнес те марччě ман.

 

Ниме пуÇě: «Эй, ниме халăх, апата!»

Сасăсем: «Апата! Апата!»

Кил хуÇи хěрарăмě тутăр чěркемне салтса,  унтан пěр савăтпа пěÇернě Çěр улми кăларса лартать, каснă Çăкăр чěллисемпе тепěр савăтпа Çăкăр хурать, йъÇěтнě хăяр, чăкăт, йъÇěтнě купăста, пěÇернě Çăмартасем те хурать, Çиме чěнет.

(Каччăсемпе хěрсем йěри-тавра пуÇтарăнса кěрсе лараÇÇě.)

 

Ниме пуÇě: «Çийěр, Çийěр, мěн пуррипе сăйланăр.»

Сасăсем: «Çиетпěр! Çиетпěр!»

Ниме пуÇě: «Кам мěнле Çиет, Çапла ěÇлет.»

 

(Апат хыÇÇăн каллех утă ÇулаÇÇě, юрлаÇÇě)

 

Çулăр, Çулăр, ачасем,
Ана пуÇě анатра,
Така пуÇě хуранта,
Ыр Çын укÇи арчара,
Арчарине Çын курмасть.
Така тытсан Çын курать,
Ана выртсан Çын курать.

Сасăсем: « Путенине кам тытать?»
-Эпě! Эпě!

 

Ниме пуÇě Çъллě вырăна хăпарса тăрать, кăшкăрса йыхăрать:

Нимене! Нимене! Нимене!

Энтри патне ěÇкě ěÇме.

Ниме ятне така пуснă.

Така пиÇет пăсланса,

Хуранěнчен тарас пек.

Нимене, нимене, нимене.

Ниме ятне сăра тунă.
Сăри ларать чашкăрса

Пичěккине Çурас пек.

Нимене, нимене. Нимене.

Энтри патне сăра ěÇме.

Сасăсем: Нимене! Нимене! Энтри патне нимене!

(Пъртре сěтел йěри-тавра каччăсемпе хěрсем ларса тухнă. Сěтел тулли апат - ÇимěÇ.)

Ниме пуÇě: Хисеплě ял-йышсем! Эпě сире тав сăмахě каласшăн. Пěччен сурсан-типсех пырать, халăх сурать-кълě пулать. Пěрле пурăннине мěн Çитě.

 

Сасăсем: Çакăн пек пěрле пурăнар, пěрле ěÇлер.

 

Ниме пуÇě:  Паян тунă ěÇ пире Çěнě перекет пехиллетěр: тырăран-пулăран перекет пултăр, выльăхран-чěрлěхрен перекет пултăр, хăна-вěрле умěнче перекет пултăр, Çак хаклă тăванăмăрсен  Çăкăр ейми-саркăчи тулăх тăтăр.

Иван мучи: Çамрăксем! Малашне те пěрле, пěр-пěрне пулăшса пурăнар, асанне-асаттесен йăли-йěркисене малалла тăсăр.

 

Сасăсем: Çапла пурăнасчě!


Энтри пичче: Ял-йыш, тăванăмăрсем! Тайма пуÇ сире пысăк ěÇ тума пулăшнăшăн, йывăрлăхра пăрахманшăн, пěр Çын пек пулса килнěшěн. Ырлăх-сывлăх пултăр сире, Турă сыхлатăр та пулăштăр сире, ачăрсем чипер Çъреччěр, выльăх-чěрлěхěр ěрчетěр, Çăкăр-тăварăр ытлă-Çитлě те перекетлě пултăр. ЙъÇě ěÇсе тутлă калаÇмалла пултăр. Тавсси!

(Сăра ěÇтерсе тухать.)

 

(ЮрлаÇÇě.)

 

Эх пěлместěп нимěн, ай, калама,
Шухăшлатăп пěрле пурăнма.

Сад савăнать кайăк сассипе
Эп савăнатăп нимене килнипе.

Вăл та пулě, тăван, ку та пулě,

Нумаях та пěтě, сахал Çитě.

Ылтăн-и, кěмěл-и-хамăн улмуÇÇи,

Çывăх тăван хаклă пурнăÇра,

Ял-йыш, пускил хаклă пурнăÇра.

 

Якур: Энтри пичче! ТавтапуÇ сире тутлă апат-ÇимěÇшěн, ырă кăмăлăршăн.

Марине: ТавтапуÇ!

Энтри пичче: «Хаклă ял-йышсем! Çитменнине Çитерěр, ытлашшине каÇарăр. Тавах сире тепěр хут.»

 

(ЮрлаÇÇě.)

ТавтапуÇ улаях та кěсрене

Улаях та тиха туса панăшăн,

ТавтапуÇах Энтри пиччене

Ниме туса нимене чěннěшěн.

 

Ула кěсре тата та тиха тутăр,

Кълсе Çъремешкěн те ут пултăр.

Энтри пичче тата та ниме тутăр,

/Çлемешкěн пире те йыхăртăр.

 

(Пурте юрласа тухса каяÇÇě.)

 

 

                     Салтака ăсатни (8 класс)

 

                                    1 курǎм
  Пӳрт  ǎш-чикĕ. Кил хуÇи  Çǎм  атǎ тĕпĕ Çěлет. Арǎмĕ сĕтел Çи пуÇтарать. Ывǎлĕ темĕн ǎсталать е пукан тǎвать.
  П
ӳрте пĕр ача чупса кĕрет.

Ача (хашкаса): Х
ĕветĕр пичче, сана ыран салтака кайма вулǎсрисем хут парса янǎ. Ирех Çитме хушнǎ. «Чупса тухса каять».
Ам
ǎшĕ: Ах, ывǎлǎм, каймах тивет пуль Çав. (Йĕрет, куÇне саппун вĕÇĕпе шǎлкалать.) Микулайсем, ав, пирĕн пек чухǎн мар та, укÇа парса ывǎлне салтака илсе каясран хǎтарса хǎварчĕÇ.
Ашш
ĕ: Эс, карчǎк, ан йĕр-ха, ывǎла валли кутамкка хатĕрле. (Ывǎлне пырса Çурǎмран лǎпкать.) Çынсем кайнине каймаллах ĕнтĕ, пирĕн шǎпи Çавнашкал. Эп хам та салтакра пулнǎ.
Ам
ǎшĕ (тултан кутамкка йǎтса кĕрет): Ывǎлǎм, сухан илсе кил-ха. (Ывǎлĕ тĕпеле кĕрсе каять.) Çǎкǎр, типĕтнĕ какай чиксе парас пуль. Çĕр улми те кирлĕ пулĕ.
Х
ĕветĕр (амǎшне сухан парать): Анне, акǎ, ме.
Ашш
ĕ: Шǎрттанпа чǎкǎтне чикме ан ман.
Ам
ǎшĕ: Манас марччĕ.
Ыв
ǎлĕ: Эпĕ юлташсем патне каям-ха, тата леш касри Çинави инке хǎйсем патне хǎнана кĕрсе тухма чĕннĕччĕ.
Ашш
ĕпе амăшĕ: Каях, ывǎлǎм, каях.
Ашш
ĕ: Эп каÇ валли нӳхрепрен сǎра илсе тухам. (Пӳртрен тухать.)
Ам
ǎшĕ: Сĕтел Çи валли мĕн те пулин хатĕрлес пуль. Выльǎх-чĕрлĕхе пуÇтаркаласан ывǎлǎма ǎсатма Çынсене чĕнер.
Х
ĕветĕр: Анне, эпĕ хам каям-ха. (Тухса каять.) 

                                          
2 курǎну
   Пĕрремĕш курǎмри сцена, пӳртре  Çинави  инке  сĕтел Çине апат-ÇимĕÇ хатĕрлет  ǎкǎрпа чǎкǎт, кукǎль-икерч, вĕри яшка), сĕтел хĕрринче чĕреспе сǎра ларать.
  Çинави инке апат-Çим
ĕÇ хатĕрленĕ вǎхǎтра сцена айккинче салтак ачисем юрлани илтĕнет. ( Каччǎсем сцена Çине залран юрǎ юрласа хǎпараÇÇĕ.) Лаша вырǎнне пĕри илемлетнĕ пĕкĕ йǎтса малта утать. Шǎнкǎрав сасси илтĕнет.
                             Кант
ǎк умне кантǎр акрǎм,          «2 хут»
                             Ать
ǎр, хĕрсем, пуса татма,           «2 хут»
                             Пир
ĕн кайма вǎхǎт Çитрĕ,            «2 хут»
                             Ать
ǎр, тǎвансем, пире ǎсатма.       «2 хут»
П
ĕри: Тр-р-р! Çитрĕмĕр! Эс лашана асǎрхакала-ха, эпир кĕрсе тухар.
Теп
ĕр каччи: Юрĕ ĕнтĕ.
   Качч
ǎсем пилĕкрен тытǎнса тепĕр Çаврǎм юрласа сцена тǎрǎх утса ÇаврǎнаÇÇĕ. Хĕветĕр хул пуÇÇи урлǎ ик-виÇĕ ал шǎлли  Çыхнǎ, аллинче тутǎрсем. Икĕ аллипе пĕр тутǎра саркаласа тытнǎ, ун Çине илемлĕ хǎюсемпе Çǎлтǎр Çĕлесе тухнǎ. Çав тутǎрǎн икĕ хĕррипе тата 2-3 тутǎр усǎнса тǎрать.
   Х
ĕветĕр малта пырать, ун хыÇĕнче икшерĕн-виÇшерĕн пыракан каччǎсем пĕр-пĕринпе пилĕксенчен тытǎнса юрласа пыраÇÇĕ.
                      
                              Ик шур тут
ǎр, ай, пĕрлеччĕ      «2 хут»
                              Хач
ǎ касрĕ те, ай, уйǎрчĕ.        «2 хут»
                              Икě савни, ай, п
ĕрлеччĕ,         «2 хут»
                              Шур хут килч
ĕ те уйǎрчĕ.         «2 хут»
Çинави инке
ӳречерен пǎхса): Ай, салтак ачисем ÇитрĕÇ (алǎкран тухма тǎрать).
Х
ĕветĕр (малтан кĕрет): Çинави инке, эпир Çитрĕмĕр.
Çинави инке: К
ĕрĕр, кĕрĕр. ПаÇǎрах кĕтетпĕр. Сĕтел хушшине вырнаÇǎр. (Сǎра ĕÇтерет.)  Сǎра ĕÇсе парǎр. Апатне те тутанса пǎхǎр.

Пĕр каччǎ: Çинави инке, эс ытла ан хыпалан-ха. Эпир ĕÇĕпĕр те, Çийĕпĕр те. (ÇиеÇÇĕ.)

Çинави инке: Хĕветĕр, апла ыран вулǎса Çитмелле. Ырǎ - сывǎ кайса килмелле пултǎрах.
ĕветĕре ал шǎлли Çыхса ярать.)

Хĕветĕр: ТавтапуÇах, Çинави инке.

Каччǎсенчен пĕри:  ĔÇрĕмĕр те, Çирĕмĕр те. Каяр пуль.

Хĕветĕр:  Çинави инке, каÇпа пирĕн пата Çитĕр вара.

Çинави инке: Пырǎпǎр, унсǎрǎн мĕнле-ха. Ыран ир те ǎсатма ǎсатма тухǎпǎр, ан пǎшǎрхан.

 

Каччǎсем тепĕр Çаврǎм пӳртре юрлаÇÇĕ те (Хĕветĕр тутǎрсемпе сулкалашать, ыттисем пĕр-пĕринпе  пилĕкрен тытǎнса сулǎнса юрлаÇÇĕ.) юлашки йĕркепе тухса каяÇÇĕ. Çинави инке куÇÇульленсе пǎхса тǎрса юлать, саппун вĕÇĕпе куÇне шǎлкалать.

                                  Куккук, сана лайǎх-и                 «2 хут»

                                       Çӳлте вĕÇсе, ай, Çӳреме?                  «2 хут»

                                       Тǎвансем, сире лайǎх-и                  «2 хут»

                                       Эпир килсе, ай, Çӳресен?                «2 хут»

Сцена Çинче, урамри пек, юрласа утаÇÇĕ.

                                       Кайǎк хурсем каяÇ, ай, картипе,

                                       Кайри мала тесе, ай, ан калǎр.

                                       Эпир нуша курма, ай, кайнǎ чух

                                       Кайччǎр, пĕтчĕр тесе, ай, ан калǎр.

 

                                       Хурăнвар шывĕ, хура шыв,

                                       Ĕнтĕ хур чǎтаймасть, ай, тееÇÇĕ.

                                       Эпир каяс хула, ай, чул хула,

                                       Ĕнтĕ Çын чǎтаймасть, ай, тееÇÇĕ.

 

                                      Патшасен те хули, ай, чул хула,

                                      Чул пулин те чунǎм, ай, пĕр туртмасть.

                                      Аттенех те Çурчĕ, ай, Çĕрĕк  Çурт,

                                      Çĕрĕк Çурт пулин те, ай, чун туртать.

Каччǎсем «Чунǎм хуйхǎрни юрǎранах палǎрчĕ» юрǎпа сцена Çинчен анса зал тǎрǎх ретсем хушшипе юрласа утса ÇӳреÇÇĕ, унтан каллех счена Çине хǎпараÇÇĕ.

Кил хушшинчен  тухсассǎн                                Тем чуль Çилĕ вĕрсен те,

Кил-Çуртǎмран, ай, уйрǎлтǎм.                             Чǎрǎш ÇулÇǎ, ай, тǎкас Çук.

Уй хапхинчен  тухсассǎн                                   Тем чуль куÇÇуль тǎксан та,

Ял-йышǎмран, ай, уйрǎлтǎм.                              Эп салтакран, ай, юлас Çук.

 

Вǎштǎр-вǎштǎр Çил вĕрет,                                  Атте мана ӳстернĕ,

Вĕрене ÇулÇи, ай, тǎкǎнать.                                Çирĕм пĕр Çула, ай, Çитернĕ.

КуÇÇуль тǎкса йǎмǎк йĕрет,                                Атте ывǎль, ай, пулаймарǎм,

Çавăнпа чунǎм, ай, хурланать.                            Патша салтак, ай, пулайрăм

 

Çǎка ÇулÇи сарлака-                                           Хурама ÇулÇи сарални

Мĕн каласа Çырнǎ-ши?                                      Катаранах, ай, курǎнчĕ.

Хура халǎх таврара-                                           Пирĕн чунǎм хуйхǎрни

Мĕн каласа, ай, уйрǎлас-ши?                              Юрǎранах, ай, палǎрчĕ.

 

Кĕпер урлǎ каÇнǎ чух                                         Сěм вǎрманти Çǎкалǎх-

Кĕпер шǎнкǎрт туса юлчĕ.                                  Касса пушǎт, ай, тумалǎх.

Уй хапхинчен тухнǎ чух                                     Пирĕн хамǎрǎн та Çамрǎклǎх-

КуÇÇуль шǎпǎрт туса юлчĕ.                                 Патша валли, ай, салтаклǎх.

 

Уй варринчи пилешĕн

Ма пилешĕ, ай, пулман-ши?

Мана ӳстернĕ аттейĕн

Ма телейĕ, ай, пулман-ши?

                                 Чаршав умне икĕ ертсе пыракан тухать.

                                3 курǎм
  Ирхине. Салтак ячĕ тухнǎ каччǎн тǎван килĕ. Ашшĕ-амǎшĕ, ратне-хурǎнташĕ, тǎванĕ-пĕтенĕ салтака килĕнчен ǎсатма хатĕрленет. Сĕтел хушшине ашшĕпе амǎшĕ, хреснашшĕпе хреснамǎшĕ, шǎллĕпе йǎмǎкĕ вырнаÇаÇÇĕ, ыттисем сак Çине ларса тухаÇÇĕ.
Х
ĕветĕр амǎшĕ: Ах, ывǎлǎм, тыт-ха кǎкǎру Çумне Çак аннӳ пĕÇернĕ Çавра та ǎшǎ, сипетлĕ те ÇемÇе, техĕмлĕ те тутлǎха, тĕнче тытан Çавра Çǎкǎра. (Мǎшǎрне) Ашшĕ, кала ĕнтĕ сǎмахна, пихилле ывǎлна. (Ывǎлне Çǎкǎрпа ÇĕÇĕ тыттарать.)
Х
ĕветĕр ашшĕ: Салтак нушине куриччен пит начар Çын йытти пулас мĕн теÇÇĕ те…Турǎ панǎ шǎпамǎртан тарса хǎтǎлаяс Çук. Паян сана хамǎртан уйǎрма тиветех.
    Ç
ӳлти Турǎ ырлǎх парать, Çĕрти ырǎ  Çěр сухалать. Çак йǎх никĕсне тытма Турǎ каялла тĕрĕс-тĕкел Çавǎрса килтĕрех сана.
    Эй, Ç
ӳлти Турǎ! Пирĕн ывǎлǎмǎра инкек-синкекрен сыхла, упра!
    Хыр
ǎм выÇÇи ют пултǎр, Çǎкǎрǎвар ялан умра пултǎр. Каяс Çулу Çу пултǎр, утас тǎрǎху Çатма пек такǎр пултǎр, ларас вырǎну типĕ пултǎр, килес Çулу пыл пултǎр.
     Т
ǎшман кулли ан пултǎр. Вǎй Çук тесе намǎса ан юл. Улǎп паттǎр вǎйна кǎтарт. Тǎшмана Çĕр Çинчен Çухат.
Х
ĕветĕр амǎшĕ: Сĕт Çулĕпе тухса кайса Çу Çулĕпе килсе кĕр. ПурнǎÇун кун-Çулĕ сурпан пек вǎрǎм пултǎр. Ватǎ аÇупа аннӳне чыспа пытарма каялла Çавǎрса килтĕрех сана Турǎ. Пехил, пехил, пехил, ывǎлǎм.
Х
ĕветĕр ашшĕ: Пехил, чĕппĕм. Пилрен пил, пехил!
   
    Пиллен
ĕ вǎхǎтра пурте ура Çинче тǎраÇÇĕ. Салтак  ачи Çǎкǎр сǎмсине касса илет, ǎна ÇĕÇÇипех сĕтел Çине ӳкерет.

Ǎсатакансенчен пĕри: Ах, Çакǎр чĕлли ӳпне ъкмерě -ши?
Тепри:
Çук, касн
ǎ еннех ӳкрĕ.
ВиÇÇ
ĕмĕшĕ: Çǎкǎр чĕлли каснǎ еннех ӳкрĕ пулсан- салтак каялла ырǎ-сывǎ таврǎнать теÇÇĕ те…Аван-ха апла.
Х
ĕветĕр амǎше: Ывǎлǎм, Çак Çǎкǎр сǎмсине Çурмаран хуÇса уйǎр-ха. Пĕр Çуррине хǎвна ил те аÇу килĕнчех Çисе яр, теприне мана пар ĕнтĕ. (КуÇне шǎлса аяккарах пǎрǎнать.)
Çинави инке
 
ĕветĕр амǎшĕ патне пырса): Ывǎлун кĕсйинчен вак укÇа вǎрттǎн кǎларса илейрĕн-и вара?
Х
ĕветĕр амǎшĕ: Ǎна илтĕм-ха, астурǎм-ха.
Çинави инке:
Ǎна Çак Çǎкǎр татǎк ǎшне чик те Çиппе е кǎмака тǎррине, е мачча тǎррине Çакса хур; е турǎш умне, е  арча-ÇӳпÇе тĕпне пуÇтарса хур.
Ǎсатаканисенчен пĕри: Ывǎлу чирлесен-сусǎрлансан- укÇи хуралса, тĕссĕрленсе ларĕ, сывах пулсан- Çуттипех выртĕ. Инкек-мĕн пулсан-Çǎкǎр чĕлли хытǎ сулланĕ е арча-ÇӳпÇе тĕпне хунǎ Çǎкǎр чĕлли те кǎвакарĕ.
Тепри: Ам
ǎшĕ, эсĕ ачун ÇӳÇĕн пĕр пайǎркине касса ил-ха. Çав ÇӳÇ шуралса ларсан  та  ывǎлупа инкек-синкек пулнине пĕлме пулать теÇÇĕ.
Х
ĕветĕр амǎшĕ: Ай, апла-и? Пӳртрен тухса кайиччен Çапла тǎвасах пуль ĕнтĕ. Ах, тĕрĕс-тĕкел таврǎнтǎрах. Ĕнер каÇ, ывǎлǎм тĕлĕкре мĕнле курǎнать-ши тесе, кĕпине пуÇ айне хурса Çывǎртǎм та-ха. Тем, япǎх тĕлĕкех курмарǎм-ха.
Хреснашш
ĕ: Хĕветĕр, халĕ аÇу-аннӳн кĕрекинчен тухма вǎхǎт ĕнтĕ. Тухиччен аÇу-аннӳн ǎшǎ та тутǎ тытакан тата вǎй-хǎват кӳрекен сĕтелĕ  тавра хĕвеле майлǎ виÇÇĕ Çаврǎнса тух. Юлашкинчен уйрǎлу сǎмахĕ калама ан ман тата.
  
          Качч
ǎ сĕтел тавра виÇĕ хутчен Çаврǎнать, унтан хǎйĕн сǎмахне калать.

Х
ĕветĕр: Салтак пулман-нуша курман, Çара кайман- арÇын пулман теÇÇĕ те…АттеÇĕм-аннеÇем…Сиртен уйрǎлас вǎхǎтǎм Çитрĕ. Тавах мана ǎса вĕрентнĕшĕн, кирлĕ вǎхǎтра Çирĕп ыйтнǎшǎн, ĕÇе хǎнахтарнǎшǎн, Çынсен ачисенчен кая мар пǎхса  ӳстернĕшĕн, куллен ырǎ пурǎнма пехилленĕшĕн. Ман сире ӳкĕнес кǎмăл пĕртте Çук. Каялла ырǎ-сывǎ таврǎнса Çитме Турǎ пулǎштǎрах мана. Чипер пурǎнǎр!

     Салтак ачи ашш
ĕпе амǎш умне чĕркуÇленсе ларать, урисенчен тытать. Ашшĕпе амǎшĕ сылтǎм аллисене ывǎлĕн пуÇĕ Çине хураÇÇĕ. Унтан каччǎ ура Çине тǎрать.

Х
ĕветĕр:  Шǎллǎм, кил-ха кунта. Эс ман вырǎна юлатǎн ĕнтĕ халь. Пысǎк пул, вǎйлǎ пул. Ман пек салтака кайма юрǎхлǎ пул. (Мачча каштине Çити Çĕклесе антарать.)
    Й
ǎмǎкǎм, эс те кил-ха кунта. Чипер хĕр пулса ӳс. Аллунтан ĕÇ  ан  ӳкер. Кайри ан пул. Чысна упра. Лайǎх каччǎ тĕлне пул. (Ǎна та мачча каштине Çити сĕклет.)
Х
ĕветĕр ашшĕ: Ывǎлǎм, ашǎм юпи - кĕтнеÇÇи тавра хĕвеле май виÇÇĕ Çаврǎнса кил, тǎван Çĕрпе сыв пуллашнǎ май пĕр Çǎвар хура  Çĕр илсе хып. Ан ман аÇу-аннӳ Çĕрне, унǎн Çǎкǎр-тǎварне…

Хреснашшĕ: Ывǎлǎм, пӳртрен тухнǎ чухне те, кил хушшинчен урамалла тухнǎ чухне те алǎк-хапха урати урлǎ малтан сылтǎм урупа ярса пус. Ан ман Çакна, Çапла ту. Вǎл ырра пĕлтерет.

Хĕветĕр: Юрĕ, атте… Юрĕ, хреснатте…

Çинави инкеĕветĕр йǎмǎкне.): Çинук, пиччӳ ури йĕррисене ял хапхинчен тухиччен пусса йĕрлесе пыр-ха. Тек Çак рекрут-салтак ан тухтǎр ĕнтĕ.

Çинук:  Юрĕ, Çинави инке, Çапла тǎвǎп.

Салтак ачисем юрласа тухса каяÇÇĕ. Ашшĕпе амǎшĕ сĕтел хушшинче ларса юлаÇÇĕ. Ыттисем ǎсатма тухаÇÇĕ.

                 Полкки-полкки шур хур полкки,        «2 хут»
                 П
ĕри те кикак, ай, темеÇÇĕ.                «2 хут»

                 Полкки те полкки сар хĕр полкки,      «2 хут»

                 Пĕри те ан кай, ай, темеÇÇĕ.               «2 хут»

 

 

 

                                      4  курǎм

Сцена варринче- уй хапхи, хыÇра- ял урамĕ. Хапха умĕнче- ял Çыннисем. Вĕсем хушшинче-Хĕветĕр, халь ун аллинче тутǎрсем Çук, Çурǎмĕ хыÇĕнче-кутамкка. Хĕветĕрпе юнашар хреснашшĕпе хреснамǎшĕ, савнийĕ. Хĕрарǎмсем йĕреÇÇĕ. Хĕветĕр пурне те хĕвеле май сǎра курки ĕÇтерсе Çаврǎнать. Вǎл юлашкинчен савнийĕ патне пырать.

Хĕветĕр: Лисук, лайǎх юл ĕнтĕ, мана манса ан кай. Кĕтсех тǎр эп таврǎнасса.

Лисук: Хĕветĕр, тусǎм, ан пǎшǎрхан, чипер Çаврǎнса килмелле пултǎр. Çыру Çырсах тǎрǎп. Акǎ сана, инÇетре мана аса илме, пĕчĕк парне. Вǎл эпĕ сана питĕ кĕтсе тǎнине систерсе-пĕлтерсе тǎрĕ.

Хĕветĕр: ТавтапуÇ, Лисук.  (Ыталаса илет.)

Хреснамǎшĕ: Хĕветĕр, ывǎлǎм, каялла Çаврǎнса килейĕн-ши?  ĕрет.)

Хĕветĕр: Ан йĕр-ха, хреснанне. Тен, чиперех каялла таврǎнǎп-ха. Турǎ кǎна ан пǎрахтǎр, Çиес Çǎкǎрǎм килех Çавǎрса килтĕр, Çуралнǎ Çĕршыва татах курам.

Хреснашшĕ: Çул курки тытса пар-ха, Хĕветĕр. (Курка тĕпне пĕр кĕмĕл укÇа ярса парать.) Сак кĕмĕл укÇа сан каяс-килес Çулна Çутатса тǎтǎр.

Хĕветĕр: Ял-йыш, пускил, тǎвансем! Чунтан юратнǎ атте-анне! Лисук! Сывǎ пулǎр!

 

Хĕветĕр сǎрине ĕÇет те куркине пуÇ урлǎ ывǎтать: курка Çĕмĕрĕлсен вǎл салтакран чиперех таврǎнать, Çĕмĕрĕлмесен-ырра мар; укÇи ǎмǎрт кайǎклǎ енне Çаврǎнса ӳксен- лайǎха, тепĕр енне- инкеке.

Хĕветĕр тухса каять. Лаша тǎпǎртатни илтĕнет. Салтак ачин каялла Çаврǎнса пǎхма юрамасть. Ял-йыш ǎна мĕн куÇран Çухаличченех ал сулса ǎсатать.

Ял Çыннисем:

-Çитнĕ Çĕрте ырǎ курмалла пултǎрах!

-ИнÇет Çĕрте телей Çуса тǎтǎрах!

-Каялла тĕрĕс-тĕкел Çаврǎнса килмелле пултǎрах! Çапла пултǎрах!

 

 

 

                             Улах (9класс)

 

    Варук инке килне хěрсем улаха пуÇтарăнаÇÇě, юрласа килеÇÇě:   

 (музыка)

Юри кайрăм вăрмана

Çăка йывăÇ шыраса,

Çăка йывăÇ тěл пулмарăм

Юманпала юнашар.

 

Юри килтěм улаха

Чун савнине шыраса,

Чун савнине тумаймарăм

Сарă хěрпе юнашар.

    Кил хуÇи хěрсене кěтсе илет. Кěрсе вырнаÇса лараÇÇě. Ал ěÇěсене тума тытăнаÇÇě. ЮрлаÇÇě: (музыка)

 

Шур перчетке Çыхса

Пърнем шăтрě,

Савни саншăн йěрсе

КуÇ пăсăлчě.

 

+сатса яр савни,

+сатса яр,

Тимěр кěпер урлă

КаÇарса яр.

    Ун хыÇÇăн хěрсем Çăпата ывăтса юмăÇ пăхаÇÇě. ЮмăÇ пăхса ывăнсан, каллех юрă юрлаÇÇě.

Юрă «Ан авăн шěшкě» (музыка)

 

    Юрă пěтнě Çěре пърте каччăсем Çитсе тăраÇÇě: вěсем виÇÇěн. Пěри купăспа.

Каччăсем ташласа юрлаÇÇě:

(музыка)

 Çакă ялăн кěпер Çук,

КаÇса Çърекен те Çук,

Çакă ялăн хěрěсене

Улах ларма каччă Çук.

 

Хěрсем хирěÇ витлеÇÇě:

 

Акăш тытассăм килет,

Тěкне татассăм килет.

Ялě пысăк, каччи сахал,

Тухса тарассăм килет.

 

Каччăсем:

Пěр пуспала икě пус

Кěсье пушă пуласран,

Çакă ялăн хěрěсем

Улах пушă пуласран.

 

Хěрсем:

Турат Çинчен турат Çине

Пакша кăна сикет ăна.

Ялтан яла хěр шыраса

Начар ача Çърет ăна.

Витлесе ывăннăскерсем ташă пуÇлаÇÇě, такмак калаÇÇě:  (музыка)

 

Сăвă калăр, алă Çупăр,

Уншăн Çăвар ывăнмасть.

Сăвă каласан, алă Çупсан

Пирěн вăйÇă ывăнмасть.

 

ВăйÇă санăн купăс Çине

Хăю карма юрать-и?

Эс калакан кěвěпеле

Ман юрлама юрать-и?

 

Йăмра ÇулÇи тăрăхла,

Çавăнпа выльăх Çимест ăна,

Эп юрлап та, ташлап та

Çавăнпа юратмаÇ мана.

 

Конный витре, 

Пăтавккаран кая мар,

Çакă ялăн каччисем

 Асаттерен кая мар.

   Çак сăмахсемшěн купăсÇă Çилленет, каччăсем тухса каяÇÇě, хěрсем пěчченех

юлаÇÇě, каччăсем кайиччен юрласа хăвараÇÇě:   (музыка)

 

Унталла пăхсан стена,

Çълелле пăхсан мачча.

Çакă ялăн хěрěсем

Кама кайěÇ-ши качча?

 

Хěрсем хăйсемех малалла юрлаÇÇě:

 

Урара Çут калуш пулсан

Мана тěкěр кирлě мар,

Пěр шанчăклă савни пулсан

Мана урăх кирлě мар.

 

Çав вăхăтра салтак юрри илтěнет:

 

Паланăн та тěсě пит хитре

Çиме тытăнсан йъÇě,

Салтакăн ячě пит Çăмăл

Кайма тăрсассăн пит йывăр.

 

КěреÇÇě.

 

Акăшсем вěÇеÇ малалла,

Тěкěсем вěÇеÇ каялла.

Эпир каятпăр малалла,

Тăвансем юлаÇ каялла.

Салтака ăсатакансем вырнаÇса лараÇÇě. Салтак хěрě патне пырса калаÇать. Ташă пуÇлаÇÇě.

 

Салтак Иван:

Ташлать ěнтě,   

Пěвě хумханать ěнтě

Пъне- Çине пăхса тăрса

Чунăм савăнать ěнтě.

 

Акă ěнтě, Çак ěнтě,

Иван ташши Çак ěнтě,

Шăмми-шакки хěрсе кайнă

Чарăнма та Çук ěнтě.

 

Хăйěн хěрне ташлама чěнет, леш килмест, ун Çине алшăлли Çакать

Иван тав тăвать, пурте юрлаÇÇě.

 

 

Сăнчăрне  пуÇтарас вăхăт Çитрě пуль

Тăвансенчен, хамăр тăвансенчен

Уйрăлас вăхăт Çитрě пуль.

 

Шěшкěлěх, сывă пул ентě, шěшкěлěх,

Мăйăр пуласси иртрě пуль.

Чун савни, сывă пул ěнтě, чун савни,

Пěрле пуласси иртрě пуль.

 

 Тухса каяÇÇě.

Послание Президента Федеральному Собранию Российской Федерации
Школьная форма
Защита детей от негативной информации
Здоровое питание
Система методической работы в МБОУ "Санарпосинская СОШ"
Школьная библиотека
v
Детский школьный парламент
Точка роста
Профильное обучение
Персональные данные. Дети
Электронный журнал Электронный дневник
Растим детей
Школа безопасности
ФГОС
Прием детей в школу
Противодействие коррупции
ГИА
Воспитание
Всероссийская олимпиада школьников
,
Реквизиты
Rambler's Top100 TopList