System.Net.WebException: Сбой запроса с состоянием HTTP 404: Not Found. в System.Web.Services.Protocols.SoapHttpClientProtocol.ReadResponse(SoapClientMessage message, WebResponse response, Stream responseStream, Boolean asyncCall) в System.Web.Services.Protocols.SoapHttpClientProtocol.Invoke(String methodName, Object[] parameters) в EduServ.DataProcess.AddViewing(Int32 OrgId, Int32 Type, String ID, Int32 PageNum, String IP, String URL, String Refer) в c:\Windows\Microsoft.NET\Framework\v2.0.50727\Temporary ASP.NET Files\root\e04f9611\e2b8c6e0\App_WebReferences.axft73kc.0.cs:строка 76 в MyUserControl.SaveView(PageType Type, String ID, Int32 PageNum) в e:\WWW\edu.cap.ru\App_Code\MyUserControl.cs:строка 126 Обзор прессы: Ишлĕ Шкулне - 120 çул / МБОУ " Бахтигильдинская ООШ" Батыревского района / Портал образования ЧР
Версия для слабовидящих
Обычная версия сайта
  Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:

Чăваш Республикин Патăрьел районĕн

"Ишлĕ пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан шкулĕ"

муниципаллă бюджет пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденийĕ

Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение

 "Бахтигильдинская основная общеобразовательная школа"

Батыревского района Чувашской Республики

директор
Едифанова Светлана Витальевна
Кĕскен вĕренÿ пĕрлешĕвĕ çинчен - Сведения об образовательной организации
Тĕп палăрăмсем - Основные сведения
Вĕренÿ пĕрлешĕвĕн тытăмĕ - Структура и органы управления образовательной организацией
Ĕç хучĕсем - Документы
Вĕренÿ стандарчĕсем - Образовательные стандарты
Вĕренÿ - Образование
Вĕренÿ пĕрлешĕвĕн ертÿçи. Вĕрентекенсен йышĕ - Руководство. Педагогический состав
Вĕренĕве йĕркелеме май паркан пурлăх тивĕçтерÿлĕхĕ - Информация о материально-техническом обеспечении образовательной деятиельности
Стипенди парас йĕрке - Наличие и условия предоставления стипендий
Вĕренсе тухнисен малашлăхĕ - Трудоустройство выпускников
Федераци,регион,муниуипалитет бюджечĕсем тивĕçтернипе пулакан вĕренÿ калăпăшĕ - Объем образовательной деятельности (финансовое обеспечение)
Тÿлĕвлĕ вĕренÿ çинчен - Информация о порядке оказания платных образовательных услуг
Йышăну (куçару) валли пушă вырăнсен шучĕ - Количество вакантных мест для приема (перевода) по каждой образовательной программе
Ашшĕ-амăшĕсем, сире валли! - Для Вас, Родители!
Дошкольное образование
Осторожно, грипп, коронавирус
Странички педагогов
Get Adobe Flash player
Ишлĕ Шкулне - 120 çул
Дата: 16.01.2016
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Шкул историйĕ тỹрремĕнех ялăннипе çыхăннă. Сăмахран, Шетмĕ ялĕ 1634 çулсенче никĕсленнĕ пулсан пĕлỹ вучахĕ вара 260 çул иртсен тин ялкăшма пикеннĕ. Çакна пуçараканĕ Шетмĕ çынни Сергей Тимофеев (ялти пĕртен-пĕр вĕреннĕ çын) пулнă. Вăл 1895 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнче Пăва уесĕн Мăрат вулăсĕнчи чиновниксемпе килĕшỹ туса, хăйĕн пахчара ларакан пысăках мар çуртĕнче ялти ачасене хутла вĕрентме тытăннă. Тирпей хуçалăхне арăмĕ _ Евгения _ тỹлевсĕрех тытса пынă.

Ку шкула эрене икĕ хут Йĕпреç тăрăхĕнчи Ирçе Çармăс ял чиркĕвĕн пупĕ килсе ачасене тĕн енĕпе пĕлỹ панă. Унпа пĕрлех вĕренекенсем çырассине, вулассине, шутлассине алла илме пултарнă. Çулне пăхмасăр, кирек кама та шкула илнĕ, вĕрентнĕ.

Тепĕр вунă çултан С. Тимофеевăн сывлăхĕ хавшанине пула шкула ĕçлеме Иван Любимова яраççĕ. Çулталăкран директорĕ пулса Октябрьти революци паттăрĕ П. Крепков килĕшнĕ. Вĕрентỹ программи анлăланнă, ачасен йышĕ те çулсерен ỹснĕ. Çавна пула 1914-1915 çулсенче пушă пỹртсенче (Кузьма Радионов, Логин Тарасов, Федор Киргизов, Порфирий Радионов пỹрчĕсенче) вĕрентме пуçланă. Ял халăхĕ тăрăшнипе кĕске вăхăтрах шкулăн йывăç çурчĕ ỹссе ларнă. Çакăн çинчен Петĕр Ибасов çыравçăн ал çыру хальлĕн упранакан хайлавĕнче вуласа пĕлме пулать.

1924-1925 çулсенче шкулта Прокопий Самарин ĕçленĕ. 1925 çулта шкула пысăк инкек килсе çапнă _ вăл çунса канă. Вĕрентỹ ĕçне каллех ялти пушă çуртсенче йĕркеленĕ. Çутта тухассишĕн талпăнакан халăх 1931-1933 çулсенче Ишлĕ ялĕ пуçланакан вырăнта çĕнĕ шкул çурчĕ çĕклесе лартнă. Ку вăхăтра шкулта А. Смирнов, Н. Волков, М. Сельвестров вăй хунă. Вĕренекенсене çичĕ класс таран ăс пама тытăннă. 1935-1936 çулсенче _ 10 класа çитернĕ. Шкул директорĕнче И. Янаслов (Аслă Арапуç), А. Асанов, М. Иванов (Мăрат), П. Матвеев (Ишлĕ) ĕçленĕ.1948 çулта çак шкул та çунса кайнă. Вăл вăхăтсенче ĕçленĕ Я. Зверев, А. Маков (Именкасси) директорĕсем тăрăшнипе ачисене каллех пушă çуртсене вырнаçтарнă.

1957 çул тĕлне Йĕпреç районĕн Çăкалăх ялĕнче çуралса ỹснĕ Михаил Макарович Макаров пуçарнипе хальхи икĕ хутлă йывăç çурта туса пĕтернĕ. Таврари 5-6 ялтан çак шкула пĕлỹ пухма кашни çул вăтамран 620 ача çỹренĕ.

Малалла шкул директорĕнче Н. Плечов (1961-1962), В. Митта (1962-1964), Л. Савинов (1964-1967, 1984-1995), Т. Титов (1967-1984), В. Чернов (1995-2004) ĕçленĕ.

120 çулта темиçе çĕр ача пĕлỹ пухса çĕршывăн тĕрлĕ кĕтессине саланнă. Хăй вăхăтĕнче икĕ теçеткене яхăн вĕренекен ылтăн тата кĕмĕл медальсене тивĕçнĕ. Çулсерен хĕрлĕ аттестат илекен ачасен йышĕ те сахал мар. Тĕнчипе паллă ăсчах (П. Денисов), Чăваш Республикин тĕп судьи (П. Юркин), ЧР вăрман хуçалăхĕн министрĕ (Г. Урмаков), паянхи кун республикăри ял хуçалăх министрĕ (С. Артамонов)- пирĕн шкул выпускникĕсем.

Хальхи вăхăтра шкулта пурĕ 15 педагог вăй хурать. Вĕсем пурте пĕрремĕш категориллĕ. Пысăк çитĕнỹсемшĕн Л. Владимировăна "Раççей Федерацийĕн вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" ята панă, Раççей вĕрентỹпе ăслăлăх министерствин хисеплĕ хутне (А. Матвеева, С. Едифанова) тивĕçнĕ.

Вĕренекенсенчен ĕç династине ламран-лама тăсакансем _ Матвеевсем. Вĕсем çитĕнекен ăрăва пĕлỹ парас енĕпе тăрăшнă. Матвеевсен ĕç стажĕ 400 çулран та иртет.

Паян Ишлĕри шкул йышĕпе пысăк мар, пурĕ 67 ача пĕлỹ пухать. Кивĕ çуртра пулин те ачасен вĕренес туртăмĕ чакни сисĕнсех каймасть. Çулсерен иртекен тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсенче, конкурссенче çитĕнỹсем пулсах пыраççĕ. Акă, тĕслĕхрен, саккăрмĕш класра вĕренекен Смирнова Ирина ирĕклĕ майпа кĕрешессипе спорт мастерĕн кандидат ятне илчĕ. Вăлах икĕ çул каялла Мускавра Кремльте иртекен ачасен Çĕнĕ çул уявне кайса курма пултарчĕ. Паянхи спортсменкăн 3 теçетке ытла медаль. Хаклă парнесен шутне каласа та пĕтереймĕн.

И. ЕРОФЕЕВ, таврапĕлỹçĕ, С. ЕДИФАНОВА, шкул директорĕ

Уполномоченный по правам ребенка
Сурский и Казанский оборонительные рубежи
Воспитание и развитие личности как общенациональный стратегический приоритет
Безопасность школы
Школьный спортивный клуб "Титан"
О языках образования
Шкула илес йĕрке - Прием в школу
Другое дело
ГИА в школе
Организация питания в школе
Реквизиты
Rambler's Top100 TopList