«Манăçми Митта» курав

«Манăçми Митта»  курав

Первомайски ялĕнчи культура çурчĕ. Библиотека. Шăпах çакăнта мартăн 1-мĕшĕнче «Манăçми Митта» ятпа курав уçăлчĕ. В.А.Краснов художник Митта Ваçлейĕн çуралнă вырăнне, урамне, çут çанталăка, Миттана хăйне - сăнланă ÿкерчĕксем кунта. Курава Первомайски территори пайĕн ертÿçи Л.Т.Пыркин, Митта тăванĕсем Я.М.Степановпа И.М.Степанов, шкул ачисемпе вĕрентекенсем хутшăнчĕç. Мартăн 6-мĕшĕнче анлăрах паллă тавĕç çак курава. Курав пĕрер уйăх тăрать-ха.