Юхма Мишшипе тĕл пулу

Юхма Мишшипе тĕл пулу


           Ака уйăхĕн  12-мĕшĕнче Юхма Мишши çыравçă  Первомайски шкулĕнче пулчĕ, шкул ачисемпе тĕл пулу ирттерчĕ. Шкул библиотекине 183 кĕнеке 33150 тенкĕлĕх парнелерĕ. Спонсорĕ çак шкултан вĕренсе тухнă Иван Михайлович Селиванов пулчĕ.

           Юхма Мишши хайлавĕсене шкул программине кĕртнĕ.

           Тĕл пулу çÿллĕ шайра иртрĕ. Ачасем çыравçăн кĕнекисен   выставкипе паллашрĕç, ыйтусем пачĕç. Çак кунсенче 88 çул тултарнă авторăн çамрăк ăрăва вĕрентмелли пурах.

            Ачасен асĕнче çак тĕл пулу нумайлăха асра юлĕ.